Нина Ерилеевăн çӗнӗ кĕнекипе паллашни

Нарăсăн уйӑхӗн 5–мĕшӗнче Пысăк Упакасси ял вулавăшĕнче Нина Ерилеева ҫырнӑ «Çемен Элкерĕн ăру йывăççи» кĕнекипе паллашса хак хучĕç.

Нина Михайловна 1947 çулта Пысăк Упакасси ялĕнче нумай ачаллă çмьере çуралса ÿснĕ. Çак ялтах сакăр çул вĕрнмелли шкулта пĕлÿ пухнă. 1967 çулта Канашри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ. Чăваш патшалăх университетĕн историк дипломне 1974 çулта алла илнĕ. 1991 çулта марксизм- ленинизм университетне пĕтернĕ. Историк, Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлÿçи тăван шкулта «Паттăрлăхпа мухтав» музейне йĕркелесе янă. Нина Ерилеева виçĕ кĕнеке авторĕ: «Упакасси- тăван анне сăпки» (2005), «Чунра çуркунне пулсан» (2012), «Иртнĕ ĕмĕрĕн сасси» (2017). 2019 çултан Нина Михайловна– Чăваш нацин наукăпа ÿнер академийĕн пайташĕ,районти Çемен Элкерĕн преми лауреачĕ 2020 çултан пулса тӑнӑ. «Çемен Элкерĕн ăру йывăççи» ятлӑ кӗнеке 2020-мӗш ҫулхи пуш уйăхĕн 23 – мĕшĕнче кун курнă. Ку хăйлава Нина Михайловна пирӗн ентеше, чăваш халăх поэтне, Çемен Элкере халалланă. Кĕнекере Элкерпе çыхăннă сăн ÿкерчĕсем чылай. Поэтăн ашшĕпе амăшĕн, пиччĕшĕсемпе, аппăшĕсемпе йăмăкĕсен кун – çулĕ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Кунтах Çемен Элкерĕн ăру йывăççи те пысăк вырăн йышăнать. Кĕнекене пуçтарăннă вулакансем пысăк хак хучĕç. Ÿссе пыракан çамрăк ăрушăн ку пысăк парне. Çакнах çирĕплетсе ял вулавăшĕн ĕçченĕ Людмила Семенова , пĕрле вĕреннĕ, ĕçленĕ тус – тантăшĕ Елена Петрова, ялти шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Раиса Евграфова, тăванĕ Ирина Захарова пĕр кăмăллăн пулчĕç. Тав сăмахĕсемпе чылай ăшă сăмахсем итӗнчӗҫ ҫав каҫ. «Кушлавăш уйĕ» фольклор ушкăнĕ Нина Михайловна сăввипе çырнă юрра шăрантарса пачĕ. Кунтах пурте кăмăллакан юрăсене те аса илсе кăмăллăн юрларĕç. Çитĕнÿсемпе лăпланса ларма шутламасть ветеран. Тĕллевĕсем пысăк. Вулакансен Нина Ерилеева çырнă çĕнĕ кĕнекисемпе паллашма шанчăк пур.