Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Социализмла Ĕç Геройĕ Антон Григорьевич Шордеев пирĕнтен уйрăлса кайни 31 çул çитет

Антон Григорьевичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ Йĕпреç районенчи «Трудовик» колхозпа çыхăннă: пĕчĕклех кĕтÿçĕре тăрăшнă, бригадир тивĕçĕсене пурнăçланă. Унăн бригади яланах малти ретре пулнă. 1961 çулта çамрăк арçынна колхоз председателĕ пулма шаннă.

Çак тапхăрта хуçалăх тыр – пул туса илес енĕпе палăрнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче 1 гектартан вăтамран 30 центнер тырă вырса илнĕ. Çак çитĕнÿшĕн 1973 çулта Антон Шордеев Социализм Ĕçĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Хуçалăх ертÿçи пуçарнипе шкул, клуб, пекарня, сĕт-çу ферми тата пĕлтерĕшлĕ ытти объект туса лартнă.

Ĕç паттăрĕ ĕмĕрĕпех тăван ялĕнче – Шуркассинче пурăннă. Юлашки çулсенче Антон Григорьевич вырăнти ял Канашĕн пуçлăхĕ пулнă. Ăна ЧАССР Аслă канашĕн депутатне темиçе хут суйланă. Шел те, Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.

Пысăк Упакасси ял вулавăшĕнче çак ятпа асăну каçĕ иртрĕ. Пуçтарăннисем Антон Григорьвичăн пурнăçĕнчи тĕрлĕ тапхăрне аса илчĕç. Нина Антонова, (хăй вăхăтĕнче колхозра, каярахпа Ял Канашĕнче секретарьте пĕрле ĕçленĕ), Антон Григорьевичăн ырă енĕсене палăртрĕ: «Сивĕ сăмах илтсе курман, пĕлменнине вĕрентсе калатчĕ. Паллах, ĕç дисциплини пĕрремĕш вырăнта пулнă». Чылай вăхăт хушши Елена Петрова та Антон Григорьвичпа пĕр «лава» туртнине аса илчĕ: « Ял Канашĕнче ĕçленĕ вăхăтра  Антон Григорьевичăн халăхпа  тачă çыхăнса ĕçлеме пĕлни тĕлĕнтеретчĕ. Шкулсемпе садиксенче ĕçлекенсемпе, колхоз ĕçченĕсемпе яланах тĕл пулса калаçма вăхăт тупатчĕ, суту- илÿ магазинĕсене те тĕрĕслесех тăратчĕ».

Шордеев хăй хыççăн ырă çутă йĕр хăварнă. Вăл Шуркасси ялĕн  масарĕнче ĕмĕрлĕх  канлĕх тупнă. Вил тăпри çинче мăнаçлă палăк ларать.