Режим работы

Понедельник - пятница
с 08.00 до 18.00
Суббота  -
с 09.00 до 15.00
Воскресенье -
выходной день
Последняя пятница месяца -
санитарный день

Во!круг новых книг

 

Библиотека в соцсетях


 

Онлайн-опрос
Удовлетворяет ли вас качество обслуживания библиотек ЦБС Ибресинского района?
 
Поиск по сайту

Тĕрĕ — чăваш эрешĕн чи авалхи тата пуян тĕслĕхĕсенчен пĕри

Мăн-мăн асаттесемпе асаннесем, кукаçисемпе кукамайсем хăйсем тĕртнĕ пиртен çĕленĕ, тĕрлесе илемлетнĕ кĕпе-тумпа çÿренĕ.

 Авалхи çи-пуçра чи капăрри пир кĕпе шутланнă. Унăн кăкăр умне, хул çийĕсене, çанă хĕррисене, аркине тĕрлесе эрешлетнĕ. Чăваш тĕрри 63 тĕрлĕ çĕвĕрен тăрать. Кашнин хăйĕн ячĕ, тĕрлемелли вырăнĕ пур. Урăхла каласан, чăваш тăррин «азбуки», «букварĕ» тата «грамматики» пур. Ку вăл чăваш халăхĕн иксĕлми ăс-хакăлне кăтартать. Асамлă çĕвĕ-эрешре «70 тĕрлĕ ăс, 60 тĕслĕ çип» тенĕ. Вĕсене вулама пĕлнĕ. Авал кашни хĕрарăмах тĕрленĕ, хăй тĕрлесе капăрлатнă çи-пуçпа вăл çав тери сăпайлă та мăнаçлă курăннă. Пур чăваш хĕрĕ те 5-6 çула çитсенех тĕрлеме вĕреннĕ. Мĕн тери паха вăл чăваш тĕрри! Чăваш Ене пĕрремĕш хут килсе лекнĕ çын та чăваш тĕррине курсан тĕлĕнет, хавхаланать, ăмсанать, чăваш халăхĕпе мухтанать. Кашни тĕрĕçĕн — хăйĕн вăрттăнлăхĕ, майĕ, йĕрки. Çапла çĕр пин çĕнĕ эреш çуралать те ĕнтĕ. Шурă тĕс — çутă кун, таса сывлăш, чун тасалăхĕ, сывлăх. Хура тĕс — пархатарлă çĕр тĕсĕ, хура халăх, халăх вăйĕ. Хĕрлĕ тĕс — юн, пурнăç, тăванлăх. Сарă тĕс — хĕвел, çăлтăрсем, савăнăç, телей. Симĕс тĕс — çутçанталăк, пурнăç, çамрăклăх, ÿсĕм. Кăвак тĕс – тÿпе, пĕлĕт, асамат кĕперĕ. Чăваш тĕррине тĕрлеме пуян чунлă, çепĕç кăмăллă, пысăк ăс-хакăллă çын кăна пултарать. Хамăр халăхăн йăли-йĕркине пĕлсен, юратсан çеç чăваш тĕррине сыхласа хăварма пултаратпăр. 

Чÿк уйăхĕн 26 – мĕш кунĕнче Чăваш тĕрри кунĕ. Çак куна халалласа Пысăк Упакасси ял вулавăшĕнче ятарлă кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ. Çÿлĕк çинче Е. Н. Жачевăн кĕнекисем «Чувашская вышивка», «Чувашская вышивка в школе», Е. Сергеевăн «Учитесь вышивать по-чувашски», М. Спиридонован  «Чувашский орнамент», Н. И. Захарова-Кульевăн «Волшебные узоры » тата ыттисем те. Кунсăр пуçне тĕрлĕ вăхăтри чăваш тумĕ те сире кăсăклантарасса шанатпăр. Çаксемпе паллашма пурте ял вулавăшне килме пултаратăр.

 

Наши реквизиты

429700, Чувашская Республика, п. Ибреси, ул.Маресьева, д. 39
Телефон: 8(83538)22809
2024 год
Пушкинская карта

  • Культурная программа «Пушкинская карта» Подробнее
  • Библиотеки Ибресинского района приглашают всех желающих на мероприятия по
  • Пушкинской карте.
СПРОСИ БИБЛИОТЕКАРЯ

Проект "Сила села"

БИБЛИОТЕКА НОВОГО ПОКОЛЕНИЯ

Финансовая культура

НОК

Антитеррор

ВИРТУАЛЬНАЯ ВЫСТАВКА ВИКТОРИНА КАК ДОБРАТЬСЯ  ПРОГНОЗ ПОГОДЫ

    

"Леонид Константинов.

Подвиг Героя в сердцах поколений"

 

Энергоэрудит

               

 

 

 

         

       

 



 


 

 

 

Решаем вместе
Не убран мусор, яма на дороге, не горит фонарь? Столкнулись с проблемой — сообщите о ней!