Режим работы

Понедельник - пятница
с 08.00 до 18.00
Суббота  -
с 09.00 до 15.00
Воскресенье -
выходной день
Последняя пятница месяца -
санитарный день

Во!круг новых книг

 

Библиотека в соцсетях


 

Онлайн-опрос
Удовлетворяет ли вас качество обслуживания библиотек ЦБС Ибресинского района?
 
Поиск по сайту

Е. Кошелевӑн «Пĕчĕк вӑрӑ» калавĕ тӑрӑх ирттернĕ калаҫу урокĕ

Ирҫе Çармӑсри вӑтам шкулти чӑваш чĕлхипе литература вĕрентекен Т. Протасовапа вулавӑшри С. Акшарова шкулти вĕренекенсемпе Е. Кошелева «Пĕчĕк вӑрӑ» калава сасӑпа вулаттарса калаҫу урокĕ ирттерчĕҫ.

 Калав «Тӑван Атӑл» журналӑн   2018 ҫулхи  ҫурла уйӑхӗн № 8 пичетленнӗ.
Е. Кошелева Йĕпреҫ районне кĕрекен Çӑкалӑх (Липовка) ялĕнче 1997 ҫулта ҫуралнӑ. Пуҫламӑш класранпах район хаҫачĕпе, республикӑра тухса тӑракан кӑларӑмсемпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Калав ҫӑмӑллӑн вуланать. Чĕлхе мелĕсемпе тĕлĕнмелле тĕрĕс те пĕлсе усӑ курать. Екатеринӑн чӑваш прозинче хӑйне евĕр уҫӑмлӑ, ҫепĕҫ, пысӑк туйӑмлӑ сассине ҫак калава вуласан пĕлме пулать. Калаври тĕп сӑнар Лена, тин кӑна пурнӑҫ ҫулĕпе утма пуҫланӑскер, мĕн пĕчĕкренех ултавлӑ япалапа тĕл пулать. Кун пек «суя» паян кӑна «ҫуралман» иккен, амӑшĕ те пĕчĕклех тӱссе ирттернĕ суя япалана, унӑн хĕрĕ те пĕчĕклех «астивсе» пӑхать. Çамрӑк ҫыравҫӑ пĕчĕк Ленӑн чун-чĕрин ырӑ енне, унӑн ҫутӑ, таса кӑмӑлне сӑнарлать. Юлашкинчен тĕрĕслĕх ҫиеле тухать: пурнӑҫри тĕрĕслĕхрен, ҫемьери ӑнлануран, ҫемье ӑшшинчен, ашшĕ-амӑшпе ачисен хушшинчи килĕшӱрен илемли пурнӑҫра нимĕн те ҫук иккен.
Персонажсен кӑмӑл-туйӑмĕ, ĕмĕчĕ-шухӑшĕ хальхи ҫамрӑк вулакансене илĕртет, анлӑ пурнӑҫ ҫулĕпе тĕрĕс утма вĕрентет.
Çамрӑк ҫыравҫӑн Е. Кошелевӑн малашнехи хайлавĕсене вулакансем яланах хапӑл туса йышӑнасса шанатпӑр.

 

Наши реквизиты

429700, Чувашская Республика, п. Ибреси, ул.Маресьева, д. 39
Телефон: 8(83538)22809
2024 год
Пушкинская карта

  • Культурная программа «Пушкинская карта» Подробнее
  • Библиотеки Ибресинского района приглашают всех желающих на мероприятия по
  • Пушкинской карте.
СПРОСИ БИБЛИОТЕКАРЯ

Проект "Сила села"

БИБЛИОТЕКА НОВОГО ПОКОЛЕНИЯ

Финансовая культура

НОК

Антитеррор

ВИРТУАЛЬНАЯ ВЫСТАВКА ВИКТОРИНА КАК ДОБРАТЬСЯ  ПРОГНОЗ ПОГОДЫ

    

"Леонид Константинов.

Подвиг Героя в сердцах поколений"

 

Энергоэрудит

               

 

 

 

         

       

 



 


 

 

 

Решаем вместе
Не убран мусор, яма на дороге, не горит фонарь? Столкнулись с проблемой — сообщите о ней!