Ватăсене халалласа

 Липовкăри вулав çуртĕнче Ваттисен кунне халалласа пысăк мероприяти пулса иртрĕ.

 Клуб заведующийе Михайлова Н.В тата библиотекарь Артемьева Т.И. ертсе пынипе  шкул ачисем пуян программа хатĕрленĕ. Юратнă асанне-кукамайсене сума суса ачасем « Уявпа саламлатпăр» ятлă ÿкерчĕксен куравне йĕркелерĕç. Хаклă çыннăмăрсене халалласа «Хаваслисен» ятлă ташăпа, «Кукаçипе кукамай» юрăпа,  «Асанне е кукамай» сăвăпа саламларĕç. Уяв программинче хаваслă юрă-ташă чылай пулчĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле тутлă кучченеçпе сайланчĕç. Уяв кунпа кăна вĕçленмерĕ-ха. Аслисем ертсе пынипе ачасем уява килме пултарайман ватăсем патне кил тăрăх çÿрерĕç. Вĕсене Ваттисен кунĕпе саламласа чечек çыххисем парнелерĕç, ăшă сăмахсемпе саламларĕç. Çамрăк ăрăва ватăсем тăрăшса вĕренме, сывлăхлă пулма пил пачĕç. Хăйсене тимлĕх уйăрнăшăн, уявпа саламланăшăн юратнă çыннăмсем кăмăллă юлнине палăртрĕç.